Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Чěрěп акапуç çинчен


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Турă акапуç туса лартнă тет, пěтěм тимěртен. Пур кайăк пухăннă. Чěрěп кайран тин çитне тет. Алăкран кěнě чух ӳкнě тет, ытти кайăксем кулчěç тет. Чěрěп çилленсе тухса кайрě тет, мăкăр-мăкăр мăкăртатать тет. Турă: Кайса итлěр-ха, мěн калать, — терě тет. Хайсем кулаççě! Акапуçне петěм тимěртен тунă, унпа кам ěçлес? Ăна йывăçран тумалла, касаканнине тимěртен тумалла, — тесе калать тет Чěрěп.
    
Çавăн пекех урăх халапсене пăхăр
    
    1911 çул. Чăваш Енěн Канаш районěнчи Йӳçкассинчи


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки